Чӑваш Енре «Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проектне пурнӑҫланӑ май Ҫӗмӗрле районӗнчи Паланлӑ юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпере тӗпрен юсаҫҫӗ.
Объектри ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Юпан 24-мӗшӗнче подрядчик чи яваплӑ тапхӑра — асфальт-бетонӑн финиш сийне сарас ӗҫе — ирттерӗ.
Ҫавна май 13:00 сехетрен пуҫласа 17:00 сехетчен асӑннӑ объект тӑрӑх транспорта ҫӳреме чарӗҫ.
Объектри ӗҫсем, 2020 ҫулта пуҫланнӑскерсем, 2 тапхӑрта иртеҫҫӗ. Транспорт ҫӳреме юрӑхлӑ пулма эксплуатаци уйрӑмлӑхӗсене юсаса ҫӗнетес тата ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна сыхласа хӑварас тӗллевпе кӗперӗн конструкцине, тӗрев пайӗсене туллин улӑштарнӑ, пролетлӑ хуралтӑсен ҫыхӑну тытӑмӗсене вӑйлатнӑ. Ҫавӑн пекех хӑрушсӑрлӑх валли кӗперпе ун патне илсе пыракан ҫул ҫинчи тимӗр картасене вырнаҫтарнӑ.
Объектри ӗҫсем пӗтӗмпех юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫленӗҫ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шарана РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ тивӗҫне ӳстерсе усӑ курни) тата 292-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курни) явап тытарнӑ. Сӑмах май каласан, ҫав ҫын халӗ текех пуҫлӑх мар ӗнтӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче халӑхпа пуху ирттермесӗрех пуху пулнӑҫи туса протокол ҫырнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне те вӑл суйса шӑрҫаланӑ. Ҫав хут тӑрӑх «Сычуань-Чӑваш Ен Агропромышленность суту-илӳ компанийӗ» предприятие ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче силос курганӗсем тума ирӗк панӑ.
Ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 1,5 ҫул хушши пуҫлӑх тилхепине тытаймӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» (чӑв. Малалла) хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулнӑ Валентина Хохлова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Хаҫат редакцийӗ Инстаграмри хӑйӗн страницинче вилӗм сӑлтавне пӗлтермен. Анчах «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнса вилӗм сӑлтавне уҫӑмлатнӑ. 61 ҫулти экс-редактор пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ-мӗн.
Валентина Хохлова ҫамрӑк чухне хаҫат ӗҫне суйланӑ та Ҫӗмӗрле районӗнчи хаҫат редакторӗнче ӗҫлесех ӗмӗрленӗ. Ҫӗмӗрлере ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малтанах корреспондент-радиоорганизаторта тӑрӑшнӑ, 1996 ҫултанпа – хаҫат редакторӗнче, 1999 ҫулта издательство ҫурчӗ тусан ӑна 2017 ҫулччен ертсе пынӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын артиллери снарячӗ тупнӑ. Вырӑна взрывотехниксем килсе ӑна тӗрӗсленӗ. Снаряда ОМОН ӗҫченӗсем ҫак районтах тӗп тунӑ.
Тӗрӗслесен ҫакӑ паллӑ пулнӑ: 125-миллиметрлӑ снаряд танк туппин пулнӑ. Ӑна 1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче туса кӑларнӑ.
Ҫар припасне сирпӗнесрен хӳтӗлекен контейнерта Росгвардин пемелли ҫар вырӑнне илсе тухнӑ, ӑна хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнса тӗп тунӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 21 сехетре Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑк ялӗнче пушар пулнӑ. Юрать-ха, унта никам та вилмен. Ҫурт, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Кил хуҫисем сывах. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чантӑр ялӗнче те, «Тихая слобода» коттедж поселокӗнче, пушар алхаснӑ. Май урамӗнче мунча ҫуннӑ. Ҫулӑм ҫывӑхра ларакан ҫурт ҫине те куҫма пултарнӑ. Пӳрте ҫулӑмран сыхласа хӑварма пултарнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1220 пушар пулнӑ. Вӗсенче 64 ҫын вилнӗ, 52 ҫын суранланнӑ. Пушарсенчен 127 ҫынна ҫӑлнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Мари Элта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче подряд килӗшӗвӗпе вӑрман каснӑ чухне вӑл 39 ҫулти арҫынна ӗҫлеттернӗ. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче, йывӑҫсенчен пӗри рабочи ҫине персе аннӑ. Вӑйпитти сылтӑм пӗҫҫине хуҫса пӑрахнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫре хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑннӑ пулсан апла инкек пулмастчӗ.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ кунлӑх сасӑлав тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Сасӑлав правипе усӑ курас кӑмӑллисем унта ирхи 8 сехет хыҫҫӑн суйлава хутшӑнма пултарӗҫ. Суйлав участокӗсем ҫынсене йышӑнма хатӗр. Вӗсем пирӗн республикӑра пурӗ 1108 шутланаҫҫӗ.
Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче РФ Патшалӑх Думин саккӑрмӗш созыври депутачӗсене, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созыври депутачӗсене, хӑш-пӗр муниципалитетра Депутатсен вырӑнти пухӑвӗсене депутатсене суйлама май пулӗ. Красноармейски тата Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗсенче Депутатсен пухӑвӗсен пӗрремӗш созывне депутатсене суйлӗҫ.
Республикӑн правительство комиссийӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем 2020 ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ май тухӑҫлӑ тӑрӑшнисене ҫӗнтерӳҫӗсем тесе йышӑннӑ. Ҫак ушкӑна Шупашкар хули, Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсем лекнӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тта пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ.
Муниципалитетсене вунӑ енпе хакланӑ: вырӑнти хыснан налук тата налук мар тупӑшӗсене, тӗп капитала инвестици хывнине, пӗчӗк усламҫӑсен йышне т.ыт.те кура.
Ҫӗнтерӳҫӗ районсемпе хуласене хавхалантарма республика хыснинче 5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗпе хулине Чулхула облаҫӗпе кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Кунта сӑмах кӳршӗллӗ ҫав регионти Пильна районӗнчи Карачары ялӗ патӗнчи вырӑн пирки пырать. Кӗпере хальлӗхе вӑхӑтлӑха тунӑ-ха.
Ҫӗнӗ хыпара Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ объекта каярах яланлӑх туса лартӗҫ. Ҫав кӗпер Мускава Хусанпа ҫыхӑнтаракан «М-12» автобанӑн пӗр пӗчӗк сыппи пулӗ.
Валерий Шигашев пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпер тунӑ илемлӗ вырӑнта маларах пулӑҫсем ҫеҫ ларнӑ. Ӳлӗмрен унтан регион тата федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул иртӗ. Ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пурнӑҫӗ тата район экономики епле улшӑнассине, Валерий Шигашев калашле, вӑхӑт кӑна кӑтартса парӗ.
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле районӗнче инек пулнӑ. 1985 ҫулта ҫуралнӑ арҫын сарӑмсӑр вилнӗ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын юхӑнса ларакан сысна комплексне пӑхма кайнӑ. Ҫавӑнта ҫӳренӗ чухне ун ҫине кирпӗчсем йӑтӑнса аннӑ, вӑл айне пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче реанимацире унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав арҫын, 36 ҫултискер, Шупашкарта пурӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |